Пурнӑҫ — Вилӗм

 

3786Пӗр вӗренсен тамӑкра та ҫӑтмах.Пурнӑҫ — Вилӗм
3785Пӗр ӗмӗр кунта та, ҫӗр ӗмӗр лере.Пурнӑҫ — Вилӗм
3787Пӗр пек пурӑннине нимӗн те ҫитмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3790Пӗр пурнӑҫӑн пӗр вилӗм.Пурнӑҫ — Вилӗм
3791Пӗр ҫуралнине виличчен пурнасах пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3792Пӗр такӑна пуҫласан пурнӑҫ ӑнмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3793Пӗр хӑрнӑ пурнӑҫа юсама хӗн теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3788Пӗр-пӗрин хулпуҫҫи ӑшшине туйса пурӑнас пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3789Пӗр-пӗрне ӑнланмасан пӗр сӗтел хушшине ларма та каламан.Пурнӑҫ — Вилӗм
3795Пӗрле пуҫ шуратнӑ ҫынпа ӗмӗр ӗмӗрлеме каланӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3794Пӗрре выртса вилессишӗн ӗмӗр пурӑнмалла теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3796Пӗрре ҫуралнине пӗрре вилесех пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3797Пӗчӗк кӗске ӗмӗрте кӗске ҫеҫ те ятӑм юлтӑрччӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3798Пӗчӗк ҫуралатӑн, пысӑк пулатӑн, айван вилетӗн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3799Пирӗн чӳречерен те хӗвел кӗрӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3800Пурӑнан ӗмӗрте сыснана та йысна тесе калан.Пурнӑҫ — Вилӗм
3802Пурӑнан пурнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр пулмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3803Пурӑнан пурнӑҫ пуртӑ аври тӑршшӗ мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3804Пурӑнана пурте кирлӗ, вилсен ҫӗр кирлӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3806Пурӑнатпӑр та витӗр курӑнатпӑр тенӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3805Пурӑнсан-пурӑнсан кирек кам та чулланать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3807Пурнакан ҫын ҫӑкӑрпа ҫех ҫырлахмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3808Пурнан ӗмӗрте кирлӗ мар катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнӑ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3809Пурнан ӗмӗрте пурте пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3811Пурнан ӗмӗрте Ҫӗпӗре те ҫитсе курӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3810Пурнан ӗмӗрте тем те курӑн, тем те илтӗн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3812Пурнан пурӑнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр пулмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3813Пурнан пурнӑҫра ӑсанран та ӑс ыйтӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3814Пурнан пурнӑҫра илтмен сӑмаха та илтӗн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3815Пурнан пурнӑҫра пус хӑвӑлне те пуҫҫапӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3817Пурнан пурнӑҫра тем те пулать: чухӑн та пурлӑх пухать, пуян та хутаҫ ҫакать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3816Пурнан пурнӑҫра тем те пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3819Пурнан ҫынна пурте кирлӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3818Пурнас ӗмӗр вӑрӑм пултӑр, вилес кун канлӗ пултӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3820Пурнас кун пӗтмесӗр вилме выртсан та вилме ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3821Пурнас кун пулсан чул хушшинче те чун тухмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3822Пурнас куна чир вӑрлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3823Пурнас ҫыннӑн путекӗ те сурӑх пӑрулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3824Пурнасси пӗрле, вилесси уйрӑм.Пурнӑҫ — Вилӗм
3836Пурнӑҫ — кӗленче.Пурнӑҫ — Вилӗм
3844Пурнӑҫ — пуҫсӑр, укҫа — куҫсӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3825Пурнӑҫ аври алтӑр аври мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3826Пурнӑҫ амалӑхран амаланать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3827Пурнӑҫ вӑл кашнин тӗрлӗ килет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3828Пурнӑҫ вӑл пӗрре кутне кӑтартать, тепре — пуҫне.Пурнӑҫ — Вилӗм
3829Пурнӑҫ вӑл тӑхӑр хутчен кутне кӑтартать те пӗр хутчен ҫех питне кӑтартать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3830Пурнӑҫ вӑл тепӗр чухне кӗл ҫиппи пекех ҫыхланчӑк.Пурнӑҫ — Вилӗм
3831Пурнӑҫ вӑл янтӑпа пулмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3832Пурнӑҫ вилӗмрен вӑйлӑрах.Пурнӑҫ — Вилӗм
3833Пурнӑҫ епле, вилӗм те ҫапла.Пурнӑҫ — Вилӗм